-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Раҫҫейри Azur air чартерлӑ авиакомпани туроператорсемпе пӗрле "Ĕпхÿ" аэропортран Таиланда вӗҫмелли программа уҫать. Ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче Пхукета, ноябрь уйăхĕн 13-мӗшӗнче Утапао (Паттайя) ҫул уҫӑлать. Рейссем12 кунра пӗрре пулĕç. Маршрутра 336 çынна вырнаçтаракан Boeing 767-300 самолета çирĕплетнĕ.
Ҫавӑн пекех 2026 ҫулхи январь уйăхĕн 4-мӗшӗнчен Пуҫласа Nordwind Airlines авиакомпани Ĕпхÿрен Пхукета Airbus A330-300 самолетсемпе тӳрӗ рейссем йĕркелесси çинчен республикăн тӗп хулин аэропорчӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.