Çавăн хыççăн вӑл ăна социаллă сетьсенче «Мишкинти Кулибин» тесе ят панă. Ярослав Саликов Михаил Килмакаев юлташĕпе коммуналлӑ тата строительство техники пуçтарать: минитракторсем, юр тасатмаллисем, минипогрузчиксем, бетоносмесительсем.
- Предприниматель производствине анлӑлатма, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем уçма палӑртать. Унăн сериллӗ производствӑна тухмалла, - ҫырнӑ Радий Хабиров социаллă сетьсенче. - Эпир Промышленноçа аталантаракан фонд витĕмĕпе вырăнти предпринимателе пулăшу уйăрмалли майсене пăхса тухăпăр, - тесе çырнă Радий Хабиров социаллă сетьсенче.
Çавăн пекех республика пуçлăхĕ предпринимательсене СВОна хутшӑнакансене пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.