-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Учалă районĕнче «Пурнăç валли инфраструктура» наци проекчĕн витĕмĕпе Белорецк – Учалă – Миасс трасса çинчи Каримово тата Курама ялĕ çывăхĕнчи икĕ вырăнти 7 çухрăм тăршшĕ çула юсаççĕ. Çакăн çинчен ПР Транспорт министерствинче пĕлтернĕ.
Белорецк – Учалă – Миасс çул регионти тĕп транспорт артерийĕ шутланать. Ун тăрăх Белорецк тата Учалă районĕсенче пурăнакан 165 пин çын Белорецк тата Учалă хулисене çитеççĕ, «Урал» М-5 трасса çине тухса Челябинск облаçне каяççĕ тесе палăртнă Пушкăртстанри Транспорт министерствин пуçлăхĕ Любовь Минакова.