-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Çĕнĕ комплексра автосервис, шиномонтаж, автомойка, контейнер евĕр автозаправка, суту-илÿ вырăнĕ, тÿлевлĕ парковка тата кану зони пулĕ. Объект лаптăкĕ 500 тăваткал метрпа танлашĕ.
Ĕçлекенсем грузовиксем валли тăраткăчра бетон, территорие вак чул сарнă. Автосервис никĕсне хатĕрленĕ. Шиномонтаж тата автомойка çурчĕсене хута янă, автомойка та ĕçлет. Автосервисăн тĕп çуртне хăпартасси юлашки тапхăра çитнĕ.