Республикăра «Турист картти» системăна ĕçе кĕртме пуçланă. ПР Туризм министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пуçарăва туризм отрасльне пулăшас тата регион хăнисемпе çыннисем валли хушма çăмăллăхсем туса парас тĕллевпе йĕркеленĕ.
«Проект туризм пулăшăвĕшĕн тÿленĕ тата сувенирсем туяннă чухне кешбек илме май паракан инструмент шутланать. Çакă Пушкăртстан тăрăх çÿренĕ çул çÿреве асра юлма çеç мар, тупăшлă тума та май парать», – ăнлантарса панă ПР предпринимательство тата туризм министрĕ Светлана Верещагина.
Программăпа Пушкăртстанра пурăнакансем те, Раççейĕн ытти регионĕсенчен килнĕ хăнасем те усă курма пултараççĕ. Проекта хутшăнас текенсен «Мир» тÿлев картти пулмалла тата «Терра Башкирия» сайтра регистраци иртмелле. Регистраци иртнĕ хыççăн усă куракансем туризм пулăшăвĕшĕн тÿленĕ чухне кешбек илме, сувенирсемпе ытти таварсем туяннă чухне укçа-тенке перекетлеме пултараççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.