Пур хыпар та
ÇУЛÇŸРЕВ
10 Нарӑсӑн , 12:00

Чугун çул вокзалĕсенче билет туянмалли системăна çĕнетнĕ

Регионти «Пушкăртстан хула çумĕнчи пассажир компанийĕ» АО (АО «Башкортостанская ППК») билет туянмалли кивĕ терминалсене улăштарса пĕтернĕ.

Чугун çул вокзалĕсенче билет туянмалли системăна çĕнетнĕ
Чугун çул вокзалĕсенче билет туянмалли системăна çĕнетнĕ

2026 çул пуçланнăранпа Аксаково, Давлекан, Кумертау, Раевка, Спортивная, Чишма, Шингак-Куль, Пенза-1 станцисенче 14 çĕнĕ терминал вырнаçтарнă. Пурĕ терминалсен шучĕ 29-па танлашнă.

Çĕнĕ оборудовани хамăр çĕршыври программăпа ĕçлет, билет туянас процеса хăвăртлатать, информаци хăрушсăрлăхĕн теветкеллĕхне чакарать.

Çĕнĕ терминалсенче тата билет кассисенче биометри даннăйĕсемпе (FacelD пит, пÿрне йĕрĕсем) тата хăвăрт тÿлев системин сервисĕпе (СПБ) усă курса пулать.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас