Пушкăртстанра çул-йĕр инкекĕсемпе кĕрешес ĕç малалла пырать, мĕншĕн тесен вĕсене пула чылай çыннăн пурнăçĕ татăлать. Çавна май светофорсене çĕнетме, çул çинче контролерсем, транспорт детекторĕсем тата видеокамерăсем вырнаçтарма палăртаççĕ.
Тата кăçал обществăлла транспортăн паркне çĕнетме 338 миллион тенкĕлĕх 83 çĕнĕ автобус туянма шутлаççĕ.
Çавăн пекех республикăра Бурай тата Тÿртÿллĕ районĕсенче Хăвăрт Танып (Быстрый Танып) тата Çтерлĕри Шур Атăл юхан шывсем урлă выртакан кĕперсене юсас тата Авăркас районĕнчи Толбазă ялĕн Хĕвел анăç çаврăнăç çулне тăвас ĕçсем пыраççĕ.
Чугун çул çинчи транспортпа пассажирсене турттарассине аталантарас тесе Ĕпхÿ – Самара, Ĕпхÿ – Туймазă – Анат Чаллă, Ĕпхÿ – Магнитогорск – Сибай çĕнĕ маршрутсене уçма тата Ĕпхÿ – Çтерлĕ, Ĕпхÿ – Эрĕнпур маршрутсене ÿстерме палăртни çинчен регионти Министрсен Кабинечĕн пресс-службинче хушса каланă.
ПР правительствин вице-премьерĕ Рустем Газизов каланă тăрăх, шалти сывлăш маршручĕсен географине анлăлатассипе те ĕç пырать.
Кăçал республика умне лартнă строительствăпа çул-йĕр отраслĕсенчи тата çурт-йĕрпе коммуналлă комплекспа çыхăннă федераллă шайри тĕллевсене пурнăçланине тĕрĕслесе тăрĕç.