

Пассажирсем пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа усӑ курма, ачасен тата аслисен фильмĕсене, мультфильмсем пăхма, хыпарсем вулама тата ҫул ҫинче ӗҫлеме, ҫул ҫӳреве хак пама пултарӗҫ.
Электричка çÿрекен маршрутпа карас операторĕсен сечĕ пулсан Wi-Fi технологийӗпе интернета кӗме пулать. afreewifi.ru сайтăн аялти пайĕнче телефон номерӗпе регистраци иртмелли кнопки
пур. Ĕпхÿ - Самара - Ĕпхÿ маршрутпа çÿрекен "Чӗкеҫ" икӗ пысӑк хула хушшинчи меллӗ те хӑвӑрт транспорт шутланать. Ҫул ҫӳрев халӗ 6,5 сехете яхӑн тӑсӑлать, ахаль пуйӑссемпе танлаштарсан икӗ сехет хӑвӑртрах. Унта ункайлă креслӑсем, пысăк чӳречесем, климат-контроль пур. Тикӗссӗн ҫӳрекен пуйӑсра буфет ӗҫлет, чей, кофе тата çырткаламаллисем туянма пулать.