Урал сасси
+15 °С
Ясно
ÇУЛÇŸРЕВ
24 Июня , 08:00

Пушкăртстан чăвашĕсем чăваш çĕрĕ çинче

Кашни çул шурă Шупашкар Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан чăвашсене хăй тавра пуçтарать. Çакна пĕр-пĕр уява паллă тăвассипе çыхăннă программа анлă та илемлĕ пулнипе, мăн асаттесен çĕрне çитсе курас кăмăл пуррипе ăнлантарса пама пулать.  

Пушкăртстан чăвашĕсем чăваш çĕрĕ çинчеПушкăртстан чăвашĕсем чăваш çĕрĕ çинче
Пушкăртстан чăвашĕсем чăваш çĕрĕ çинче

Çак кунсенче Пушкăртстанри чăвашсен темиçе ушкăнĕ черетлĕ çул çÿреве кайнă. Людмила Маркина ертсе пыракан туристсен ушкăнĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан салтак, медицина службин фельдшерĕ Федор Кузьмин та пур. Çар çынни кĕске вăхăта отпуска таврăннă. Асăннă ушкăн Шупашкар хулине çитнĕ, Чăваш Республикин кунне халалланă мероприятисене хутшăнать. Федоровка районĕнчи «Ашкатар çăлкуçĕсем» тата Чекмагуш тăрăхĕнчи «Çеçпĕл» чăваш халăх ансамблĕсем Акатуй сцени çине тухса пухăннисене хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтараççĕ.  

Чăваш çĕрĕ, хĕвелпе тÿпе Пушкăртстан чăвашĕсене лайăх кăмăл-туйăмпа вăй-хал парнелĕ.

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас