Урал сасси
+20 °С
Ясно
ÇУЛÇŸРЕВ
11 Июля , 07:00

Кăмăллă çул çÿрев

ПР чăваш культура обществин председательне Юрий Павлович Михайлова Хусан – Сĕве – Шупашкар – Шуршăл маршрутпа виçĕ кунлăх тĕлĕнмелле тур йĕркеленĕшĕн пысăк тав сăмахĕ калатпăр!

Кăмăллă çул çÿревКăмăллă çул çÿрев
Кăмăллă çул çÿрев

Çул çÿрев чăннипех те пуян та манăçми пулчĕ. Йĕркелÿçĕ пурне те вак-тĕвек таранах пирĕншĕн шухăшласа хунă: хăтлă пурăнмалли вырăн, таса та çутă столовăйра ирхи тутлă апат, интереслĕ экскурсисем. Сергей Петров, Елена Хорькова, Людмила Кинер юрăçсемпе, «Шупашкар» ушкăнăн артисчĕсемпе тĕл пулни вара çул çÿреве тата та çутăрах сĕм хушрĕ, асра юлмалла турĕ!

Пур вак-тĕвеке те тимленĕшĕн, шута илнĕшĕн тата пире çавăн чухлĕ çутă туйăм парнеленĕшĕн пысăкран та пысăк тав!

Ольга тата Александра Яковлевасем, Ирина Андреева, Александр Егоров.
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.

Кăмăллă çул çÿрев
Кăмăллă çул çÿрев
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас