

Вӑл савӑнӑҫлӑ хыпара социаллӑ сетьсенче лартнă. "Эпӗ ҫитрӗм! Эпӗ Северодвинскра! Эпӗ шыва кӗтӗм! Эпĕ çакна тума пултартăм!",- тесе ҫырнӑ хӗр хӑйӗн телеграм-каналӗнче.
Аса илтеретпӗр, Ксения çул çÿреве Пушкӑртстанăн тӗп хулинчен июль уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тухнă.
Çул çÿрев 48 куна тӑсӑлнă. Ҫул ҫинче хӑюллӑ велосипедистка палаткӑра ҫӗр каҫнӑ е пӗлӗшӗсем патӗнче чарӑннă. Ксения каялла Вологда урлӑ пуйӑспа таврӑнма шутлать.
Палӑртса
хӑвармалла, асăннă çул çÿрев спортсменкӑшӑн пӗрремӗш инçе маршрут çеç мар. Сӑмахран, иртнĕ çул вӑл Сахалин тӑрӑх 840 километр кайнӑ — утравӑн ҫурҫӗр енчен Кӑнтӑр Сахалинск хулине ҫити.