Пур хыпар та
Çунатлă çамрăклăх
7 Майӑн 2025, 12:00

ПР Пуçлăхĕ çамрăксене пысăк пĕлтерĕшлĕ канаш панă

Май уйăхĕн 6-мĕшĕнче ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров Чишма районĕнчи Раççей Геройĕн Максим Серафимов ячĕпе хисепленекен «Патриот» паркра «Профессионалы» Пĕтĕм Раççейри чемпионат юхăмĕн тата «Абилимпикс» чемпионат çĕнтерÿçисемпе, призерĕсемпе тĕл пулнă.

ПР Пуçлăхĕ çамрăксене пысăк пĕлтерĕшлĕ канаш панă
ПР Пуçлăхĕ çамрăксене пысăк пĕлтерĕшлĕ канаш панă

Калаçу вăхăтĕнче республика ертÿçи çамрăксене вĕренÿпе ĕç вырăнĕсене суйланă чух чăн малтан хăйсен интересĕсене шута илме сĕннĕ.

 - Ман шутпа, сирĕн ÿсĕмре пĕлÿ пухасси – чи пĕлтерĕшли. Хăвăршăн мĕнле пĕлÿ илессине палăртăр. Сăмах май, чылай колледж выпускникĕсем  суйласа илнĕ специальность тăрăх тарăн пĕлÿ илес тĕллевпе аслă шкулсене вĕренме кĕреççĕ. Паллах, вĕренÿ хыççăн ăçта ĕçлеме каясси пирки те тĕплĕн шухăшламалла. Ĕç укçине шута илнĕ май ĕç тупнă ял-хулара пурнăç пахалăхĕ мĕнле шайра пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта çамрăк специалистсене пурăнма хăтлă хутлăх пурри пирки сăмах пырать – лайăх аталаннă социаллă инфраструктура, медицина, общество хутлăхĕсем. Эпир Пушкăртстанра çак юхăмсене пурне те аталантарма тăрăшатпăр, - палăртнă Радий Хабиров.       

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас