Путевка илмелли утăмсем:
Регистраци иртмелле. «Артек дети» официаллă порталта ачан профильне йĕркелĕр.
Çитĕнÿсене çырса кăтартăр. Харпăр (личный) кабинетра юлашки виçĕ çулта ăмăрту-олимпиадăсенче çĕнсе илнĕ грамотăсен, дипломсен е сертификатсен сканĕсене вырнаçтарăр.
Заявка памалла. Хăвăра кăсăклантаракан сменăна тата квота йышне (тип) – регион шайĕнчи (РФ субъектĕнчен) е тематикăпа («Артек»партнерĕнчен) – суйласа илĕр.
Рейтинг мĕнле йĕркеленет?
Автоматикăллă система кашни заявкăна виçĕ критерипе хак парать:
Тунă çитĕнÿсен шутне тата шайне (муниципаллă, Пĕтĕм Раççейри тата Тĕнче шайĕнчи).
Территорине шута илсе (ачасем ялсенче тата пĕчĕк хуласенче пурăннине кура).
Вĕренÿ вăхăтĕнче классенче гендер балансне (хĕрачасемпе арçын ачасем йышĕпе пĕр пек пулмалла тата пĕр тан условисенче вĕренмелле) шута илеççĕ.
Кашни сменăн конкурсра «иртмелли бал» тĕрлĕрен. Вăл регионăн шалти конкурсĕнчен е тематика енĕнчен килет.
Тĕп принцип – тĕрĕслĕх. Система мĕнпур ачасене, çемьен социаллă статусне тата ăçта пурăннине пăхмасăр, путевкăллă пулма пĕр танлăх туса парать. Конкурса хутшăнасси ачан çитĕнĕвĕсем çинче кăна никĕсленнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.