Кунта вăл çак куна палăртакан кĕнекесен выставкипе, ятарласа хатĕрленĕ стендпа паллаштарчĕ. Вĕренекенсем чăвашла, вырăсла сăвăсем вуларĕç, И.Я. Яковлев чăваш халăхне çутта кăларакан çинчен калаçрĕç.
Кăнтăрларан чăваш халăхĕшĕн паллă куна «Шевле» ансамбль хастарĕсем чысларĕç. Зоя Колесникова педагогика ĕçĕн ветеранĕ чăваш çырулăхне пуçарса яракан И.Я. Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Иртнĕ кĕркунне пĕрремĕш чăваш букварĕ кун çути курнăранпа 150 çул çитнине те аса илтерчĕ. Иван Яковлевич кăçал 174 çул тултарнине, çитес çул юбилейлă пулнине асăрхаттарчĕ. Малалла сăмах чăваш çырулăхĕ еплерех аталанни пирки пычĕ. Е. Исаевапа Л.Макеева тăван чĕлхене халалланă чăвашла сăвăсем вуларĕç. Çапла хăйне евĕрлĕ палăртрĕç кăратмассем чăваш çырулăх кунне. Мероприятие пĕтĕмлетсе пуçтарăннисем: «Пĕр чĕлхе пĕлни – пĕр ăс, икĕ чĕлхе пĕлни – икĕ ăс» тесе вĕçлерĕç.
Зоя МАРКЕЛОВА.
Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ.