Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
12 Майӑн 2022, 10:05

«Сан яту ман чĕре таппинче»

Мускавра Чăваш чĕлхи кунне халалласа ирттернĕ уявпа хавхаланса манăн «тăван чĕлхе ман чĕре таппинче» тесе калас килет. Уйрăмах çакна тăван тăрăхран, атте-анне килĕнчен аякра пурăнсан ăнланатăн. Тата килте хăвăн çемйÿпе вырăсла калаçатăн пулсан.

«Сан яту ман чĕре таппинче»
«Сан яту ман чĕре таппинче»

Эпĕ Мускав хулин сывлăшне сывлама пуçланăранпа çичĕ çул çитрĕ. Çĕнĕ хула, çĕнĕ ĕç, çĕнĕ юлташсем – пурнăç таппи кунта пысăк хула шавĕпе иртет. Мускавра чăвашсем тĕрлĕ уявсене, концертсене пуçтарăннине эпĕ пĕлеттĕм, анчах кăмăл-сипет апатне вăхăт уйăрма пĕрре те тÿр килмен. Кăçал пуçласа ентешĕмĕр, Авăркас тăрăхĕнчи Юламан ялĕнче çуралса ÿснĕ поэт-юрăç Алена Силпи чĕннипе икĕ уява лекрĕм: чăваш юрăçин концертне тата тăван чĕлхе уявне халалласа ирттернĕ поэзи тĕлпулăвне.
Уявра пире Альбина Юрату хăйĕн çулăмлă, хавхалануллă пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. «Сан яту ман чĕре таппинче», – хĕрÿ туйăмпа вуларĕ хăйĕн сăввисене поэтесса. Уйрăмах юрату çинчен çырнă сăвăсем никама та туйăмсăр хăвармаççĕ. Паянхи куна унăн сăввисемпе 600 юрă хывнă. «Пине çитерме шантартăм юрăçсене», – тет Альбина Васильевна.
Чăн та, Мускавра кашни чăвашах юрлать тесе калас килет. Тунсăх юрлаттарать тесе шÿтлетпĕр эпир. Алена Силпи тĕлпулура икĕ çĕнĕ юрăпа куракансене савăнтарчĕ. «Халĕ тата пилĕк юрă çырăнать», – пĕлтерчĕ вăл пире. Кĕтетпĕр, Алена. Вĕсене кĕркуннехи концертра итлеме май пулĕ.
Тав сăмахне вăхăтлă каламалла теççĕ ваттисем. Тав тесе калас килет уява чĕнекенсене – Аленăпа унăн мăшăрне Олега, уява йĕркелекенсене – Мускаври чăвашсен культура ертÿçине А.П. Смирновăна чăннипех пысăк тав. Чун апачĕсĕр, тăван чĕлхесĕр пурнăç çук.
Татьяна БОЛКОНСКАЯ-НИКИТИНА.
Мускав хули.

«Сан яту ман чĕре таппинче»
«Сан яту ман чĕре таппинче»
«Сан яту ман чĕре таппинче»
«Сан яту ман чĕре таппинче»
«Сан яту ман чĕре таппинче»
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: