Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
12 Майӑн 2022, 10:03

«Туслăх кĕперĕ» тăванлăх уявне пухрĕ

1992 çулта ЧР Аслă Канашĕн президиумĕ Раҫҫейри халăхсем хушшинче чăвашсен хӑйне евӗрлӗхне кăтартас тата чĕлхене сыхласа хăварас, ăна аталантарас тӗллевпе Чӑваш чӗлхи кунне палӑртнӑ.

«Туслăх кĕперĕ» тăванлăх уявне пухрĕ
«Туслăх кĕперĕ» тăванлăх уявне пухрĕ

Çак куна паллӑ ученӑй-лингвист, çутта кӑларакан филолог, чӑваш чӗлхине пуçарса яракан тата çӗнӗ чӑваш çырулӑхне никӗслекен Иван Яковлевич Яковлев çуралнӑ кун уявлама йышăннă. Вăл чӑваш чӗлхине сыхласа хăварас тӗллевпе тунă ĕçсене хакласа та пĕтереймĕн.
И.Я. Яковлев ҫуралнӑ кун Кармаскалă районӗнче «Туслӑх кӗперӗ» фестиваль-эстафетӑна ирттересси йӑлана кӗчӗ. Ҫак уявӑн пуҫаруҫи Суук-Чишма шкулӗн директорӗ Василий Никифорович Матвеев (йывăр тăпри çăмăл пултăр) пулнă. 1995 ҫултан пуҫласа районти пилĕк чӑваш шкулӗн вӗренекенӗсем кашни ҫул пӗрле пухӑнаҫҫӗ. Вӗсем чӑваш юррисем юрлаҫҫӗ, ташшисем ташлаҫҫӗ, чӑваш поэчӗсен сӑввисене вулаççӗ.
Акӑ, кӑҫал та ачасем апрель уйăхĕн 27-мӗшӗнче пӗрле пухӑнчӗҫ. Хальхинче хӑнасене Сихун шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕcем сума суса кӗтсе илчӗҫ. Вӗсем валли хуҫасем интереслӗ программа хатӗрленĕ. Чи малтан Йăмранти «Çăлкуç» халăх ансамблĕн ертÿçи Алина Степанова саламларĕ, ун хыççăн ачасем сăвăсем каларĕç. Чӑваш халӑх ӑстаҫи Елена Степанова хăйĕн ал ĕçĕcемпе паллаштарчĕ. Малалла халăх çутĕç ветеранĕ Надежда Макеева чӑваш йӑлисемпе праҫникӗсем çинчен каласа пачĕ, ĕлĕкхи пумилкке тата туй юррисемпе паллаштарчĕ. Çак йĕркесен авторĕ «Икӗ енлӗ чӑваш тӗрри» темăпа мастер-класс ирттерчĕ. Ун хыççăн шкул ачисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Районти «Туслӑх кӗперӗ-2022» фестивалӗн эмблемине Пекенеш шкулне пачĕç, вĕcем эстафетăна йышăнчĕç. Шкулсене асăнмалăх парнесем парнелерĕç. Мероприяти вӗҫӗнче ачасем чуччу çинче ярӑнма кăмăл турĕç.
Çaк уяв ачасене пĕр-пĕринпе туслаштарать. Ырă йăла вăл яланах çынна пĕр-пĕринпе хутшăнма, туслă пулма вĕрентет, асаттесен тата асаннесен йăлине упрама пулăшать.
Светлана МАТВЕЕВА, Суук-Чишмари
чăваш историпе культура центрĕн тĕп специалисчĕ.
Кармаскалă районĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: