Шел пулин те, паянхи кун асăннă хулара çĕр айĕнчи пурлăха кăлармаççĕ, анчах та Кумертау республикăри авиаци промышленноçне аталантаракан вырăн шутланать – кунта вертолетсем туса кăларакан завод вăй илсе пырать, аталанать. Ăна пирĕн ентешĕн Валентина Лобанован (Никитинан) хĕрĕ Ольга Николаевна Плохова ертсе пырать. Савăнăçлă уява Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамалĕнче пурăнакан Чăваш тата Пушкăртстан республикисен тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Юрий Леонтьев та хутшăннă.
- Мана çак праçнике çитсе курма тата пухăннă халăха чăвашсен ятĕнчен уяв ячĕпе саламлама тÿр килчĕ. Манпа пĕрле Мелеуз тăрăхĕнчи «Зирган сар кайăкĕсем» («Зирганские иволги») ансамбль те (ертÿçи - Надежда Стрижкова) пулчĕ, - тесе çырать Юрий Харитонович ватсапри пĕр ушкăнра.
Сăмах май, сывлăш флочĕн ĕçченĕсене хисеп туса асăннă уява Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров та килсе çитнĕ. Çакă та мероприяти шайне çÿллĕ шая çĕкленĕ, пухăннă халăхшăн хăйне евĕр парне пулса тăнă.
Юрий МИХАЙЛОВ. Кумертау хули.