Çавра çул ăшă та чĕререн тухакан салам сăмахĕсемсĕр, парнесемсĕр пулмасть. Çавăнпа та ЧНКА председателĕн Оксана Федорован тата унăн командин çак кун тус-юлташĕсенчен, ĕçтешĕсемпе пĕр шухăшлă çынсенчен чылай кăмăллине, ыррине илтме тÿр килнĕ.
Чăваш хастарĕсене Çтерлĕ хула администраци пуçлăхĕн обществăлла çыхăнусемпе ĕçлекен çумĕ Павел Шорохов, хулари культура çурчĕн методисчĕ Рамиля Назырова, мăкшă, нимĕç, тутар центрĕсен ертÿçисем саламланă, тăван халăх чĕлхине, культурипе йăли-йĕркине сыхласа хăварас тата аталантарас ĕçре пĕрле ĕçлеме суннă.
Паллах, ЧНКАн юбилейлă программине республикăри чăваш организацийĕсен пуçлăхĕсемпе уйрăм сумлă çынсем тухса каланă сăмахсем пуянлатнă. Вĕсен шутĕнче Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ертÿçи Ирина Сухарева профессор, ПР чăваш культура обществин председателĕ Юрий Михайлов шур сухал, республикăри чаваш наципе культура пĕрлешĕвĕн ертÿçи Федор Кузьмин, Раççейри чăвашсен федераллă наципе культура автономи Канашĕн пайташĕ Владимир Яковлев, хулари чăваш культура обществин пуçлăхĕ Ольга Иванова, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикĕ Иван Ефимов Людмила Исааковна мăшăрĕпе, ПР тава тивĕçлĕ артисчĕ Елена Федорова тата ыттисем пулнă.
Уява çавăн пекех «Тавах» халăх ансамблĕ (ертÿçи – Ольга Иванова), «Телей» ушкăн (Владимир Осипов) тата уйрăм юрăçсем хăйсен пултарулăхĕпе илем кÿнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.