Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
19 Мартӑн , 15:44

Тухатмăш карчăкки Çуркунне пикине çаврăнчĕ

Акă, Çăварни эрни те иртсе кайрĕ. Кашни кун  пĕлтерĕшлĕ пулчĕ, хăйĕн йĕрне хăварчĕ. Пирен ялта ытларах Çăварнин юлашки кунĕ кăмăллă иртрĕ. «ЭкоНива» организаци кăçал та Ермеккей районĕнчи Кăратмас ялĕнче «Çăварни» уявне ирттерчĕ.

Тухатмăш карчăкки Çуркунне пикине çаврăнчĕ
Тухатмăш карчăкки Çуркунне пикине çаврăнчĕ

Выльăх-чĕрлĕх комплексĕн лапамне асăннă организацире ĕçлекенсем, ял халăхĕ, ваттисем, ачасем пуçтарăнчĕç. Таврара ирех илемлĕ кĕвĕ, Çăварни юррисем янрарĕç. Уява ятарласа килнĕ аниматорсем, Упа, Емеля, Тухатмăш карчăкки (Баба Яга), Камитçĕ (Скоморох) ертсе пычĕç. Ачасемпе тĕрлĕрен вăйăсем ирттерчĕç. Сценари тăрăх, Тухатмăш карчăкки хăй Çуркунне пуласшăн. Вăл Çуркунне  пики пултăр тесен ачасен Емеля тытнă çăрттанăн çичĕ ĕмĕтне пурнăçламалла. Арçын ачасемпе ашшĕсем, хĕр ачасемпе амăшĕсем, асламăшĕсемпе кукамăшĕсем икĕ ушкăна пайланса тĕрлĕ ыйтусене хуравларĕç. Урисене хутаç тахăнса чупрĕç, çунашкапа ярăнчĕç, вĕрен туртрĕç, ташларĕç. Юлашкинчен Тухатмăш карчăккине илемлĕ симĕс сарафан тăхăнтартрĕç, ун çине черетпе пыра-пыра тĕрлĕ чечексем çыпăçтарчĕç. Çапла, Тухатмăш карчăккинчен илемлĕ Çурхи пике пулса тăчĕ. Юлашкинчен ачасене кучченеçсем парса савăнтарчĕç, çакăнтах ачасене лашасемпе ярăнтарчĕç. Халиччен те лаша çунипе ярăнса курманскерсем питĕ савăнчĕç!  Çакăнтах тĕрлĕ сăйсемпе вĕри чей, шашлăк çиме пулчĕ. Пухăннă халăх валли комплекс тавра  автобуссемпе экскурси те ирттерчĕç.

 Илемлĕ те кăмăллă Çăварни уявне ирттерсе савăнтарнăшăн «ЭкоНива» ертÿçисене тата район  Канаш депутатне Рифмир Гайфуллина (чăваш кĕрĕвĕ, мĕнле ыйтупа пырсан та татса пама пулăшать) пысăк тав сăмахĕсем калас килет.
Зоя КОЛЕСНИКОВА.

Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ.

Тухатмăш карчăкки Çуркунне пикине çаврăнчĕ
Тухатмăш карчăкки Çуркунне пикине çаврăнчĕ
Тухатмăш карчăкки Çуркунне пикине çаврăнчĕ
Тухатмăш карчăкки Çуркунне пикине çаврăнчĕ
Тухатмăш карчăкки Çуркунне пикине çаврăнчĕ
Тухатмăш карчăкки Çуркунне пикине çаврăнчĕ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: