Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
28 Майӑн , 16:23

Константин Ивановăн çуралнă кунне паллă турăмăр, пултаруллă вĕренекенсене чысларăмăр

Çак кунсенче Ĕпхÿ хулинчи П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче чăваш поэзийĕн классикĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 134 çул çитнине халалласа уяв мероприятийĕ иртрĕ.

Константин Ивановăн çуралнă кунне паллă турăмăр, пултаруллă вĕренекенсене чысларăмăр
Константин Ивановăн çуралнă кунне паллă турăмăр, пултаруллă вĕренекенсене чысларăмăр

Уяв программине шкул директорĕ Наталья Никитина уçрĕ. Наталья Николаевна вĕренекенсемпе педагогсене вĕренÿ çулне ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламларĕ.  Шкул вĕрентекенĕсем Любовь Пашина тата çак йĕркесен авторĕ ертсе пынипе интереслĕ тематика программи хатĕрленĕччĕ. Ачасем  «Нарспи» поэма сыпăкĕсене вуларĕç, К.В. Иванова халалланă видеопрезентацисемпе  паллаштарчĕç. Çавăн пекех театрализациленĕ сыпăксене кăтартса пачĕç, сăвăсем каларĕç, хăйсем çырнă юрăсене шăрантарчĕç, хореографи композицийĕсемпе те савăнтарчĕç.

Уявра вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем те, чĕннĕ хăнасем те, ПР Чăваш çамрăкĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕсем те пулчĕç. ПР чăвашсен Канашĕн ертÿçи Ирина Сухарева вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ ятпа пурне те саламларĕ, чи пултаруллисене икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ  дипломсемпе чысларĕ.

Агата тата Анна Михайловасем I степень, Илья Григорьев, Вероникăпа Илья Никитинсем, Юлия Федорова  II степень, Софья Григорьева, Аринăпа Артем Сафинсем, Виталина Кириллова, Артемий Тимофеев, Дарина Ишмякова III степень дипломĕсене тивĕçрĕç.

Ашшĕ-амăш комитечĕн председателĕ Алиса Федорова мероприятие йĕркелеме спонсорла пулăшу панине палăртма кăмăллă. Çавăн пекех вĕренекенсене ПР чăвашсен Канашĕн президиумĕн пайташĕ Людмила  Мурманская, ПР Чăваш çамрăкĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ Станислав Иванов саламларĕç.

Уяв вĕçĕнче Наталья Никитина директор Пĕтĕм тĕнче, Раççей, республика шайĕнчи конкурссене хастар хутшăннă ачасемпе педагогсене Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.

Галина КИРИЛЛОВА, Павел Миронов ячĕллĕ шкул вĕрентекенĕ.

Константин Ивановăн çуралнă кунне паллă турăмăр, пултаруллă вĕренекенсене чысларăмăр
Константин Ивановăн çуралнă кунне паллă турăмăр, пултаруллă вĕренекенсене чысларăмăр
Константин Ивановăн çуралнă кунне паллă турăмăр, пултаруллă вĕренекенсене чысларăмăр
Константин Ивановăн çуралнă кунне паллă турăмăр, пултаруллă вĕренекенсене чысларăмăр
Константин Ивановăн çуралнă кунне паллă турăмăр, пултаруллă вĕренекенсене чысларăмăр
Константин Ивановăн çуралнă кунне паллă турăмăр, пултаруллă вĕренекенсене чысларăмăр
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: