Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
14 Сентябрӗн , 14:40

«Мегăри» уяв тĕрлĕ халăхсене пĕрлештернĕ

 Ĕнер, сентябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Ĕпхӳре «Мега» суту-илӳ центрӗнче Пушкӑртстан Республикинчи халăхсен наци тумне халалланă уяв иртнĕ. Ăна ПР Культура министерстви тата Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ йĕркеленĕ. Уяв программине республикăри чăвашсем те хастар хутшӑннă.

«Мегăри» уяв тĕрлĕ халăхсене пĕрлештернĕ
«Мегăри» уяв тĕрлĕ халăхсене пĕрлештернĕ

«Унта тӗрлӗ халӑхсен куравӗсем ӗҫлерӗҫ, унсӑр пуҫне патриотизм темине халалланă каҫ иртрӗ. Пушкӑртстанри  чӑвашсен Канашӗн хастарӗсем те ҫак уява хастар хутшӑнчӗҫ. Канаш ертӳҫин ҫумӗ Анатолий Ефремов, хӑйӗн «Чӑваш тӗнчи» ятлӑ куравӗпе тата «Нарспи» чӑваш халӑх фольклорпа этнографи ансамблӗ  хӑйӗн пултарулăхĕпе уява илем кӳчӗҫ.

Мероприяти вăхăтĕнче Пушкӑртстан Республикичи чӑвашсен Канашӗ ятӗнчен эпир ПР Халӑхсен туслӑх ҫуртне парне туса арҫын наци тумне парнелерӗмӗр.

Пирӗнпе пӗрле  Елена Степанова ертсе пыракан «Элем»  фольклор коллективӗ тата  Ӗпхӳри иккӗмӗш чӑваш вырсарни шкулӗн директорӗ Полина Демченко та пулчӗҫ. Эпир пурте  пӗрле наци картине тăрса юрă-кĕвĕ шăрантартăмăр», - тесе çырать чадра ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ Ирина Сухарева хăй те çак уявра пулнă май.

Ю. СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: