Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
3 Октябрӗн , 10:35

«Пурнăç тăршшĕпе йăл кулса»

Октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Иглин районĕнчи Чăваш-Кăпавĕ ялĕнчи культура çуртĕнче Ваттисен кунне халалласа «Пурнăç тăршшĕпе йăл кулса» мероприяти иртнĕ.

«Пурнăç тăршшĕпе йăл кулса»
«Пурнăç тăршшĕпе йăл кулса»

Унта «Пĕрле эпир - вăй» волонтер штабĕн представителĕсем, «Пилеш» чăваш ансамблĕ тата ял çыннисем хутшăннă.

Чăваш-Кăпавĕ ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Анжелика Тимофеева залра пухăннисене илемлĕ уяв ячĕпе ăшшăн саламланă. Пурне те ырлăх-сывлăх, лайăх кăмăл суннă. Çавăн пекех сумлă ватăсене ятарлă çар операцине хутшăнакансем те саламлама килсе çитнĕ, вĕсем «Пĕрле эпир - вăй» волонтер штабне парнесем парнеленĕ.

Малалла уяв программине концерт номерĕсем илем кÿнĕ. «Пилеш» чăваш халăх ансамблĕ тата «Вдохновение» вокал ушкăнĕ юрăсем шăрантарнă. Мероприяти вăхăтĕнче хăнасем конкурссене, вăйăсене хаваспах хутшăннă. Унсăр пуçне уяв йĕркелÿçисем чейпе хăналассине йĕркеленĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: