Уяв ахрăмĕ
20 Мая 2025, 09:00

Кривле-Илюшкере Ача-пăча обществăлла организацисен кунне паллă тунă

Пионерсен организацине 1922 ҫулхи май уйăхĕн 19-мĕшĕнче РКСМăн Пĕтĕм Раҫҫейри II конференцийĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Шăпах çавăн чухне «Ачасен юхăмĕ» резолюцие те йышăннă. Çапла майĕн 19-мĕшĕ историе Пионерсен кунĕ пек кĕрсе юлнă.

Кривле-Илюшкере Ача-пăча обществăлла организацисен кунне паллă тунăКривле-Илюшкере Ача-пăча обществăлла организацисен кунне паллă тунă
Кривле-Илюшкере Ача-пăча обществăлла организацисен кунне паллă тунă

Паян Раççей Федерацийěнче Ача-пăча обществăлла организацисен кунне паллă тăваççě. Çамрăклăх, патриотизм тата Тăван çěршыва юратнин уявě. Ěлěк çак кунхине «Пионерсен кунě» уява паллă тунă.

«Пионер» сăмах «пěрремěш» тенине пěлтерет. Ыттисене тěслěх парса яланах малалла туртăнакансене çапла чěннě. Шăпах çак кунхине Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшке шкулĕнче 8 пионера «Туслăх» ача-пăча организацин ретне йышăннă. Тăваттăмĕш класс ачисем чаплă лару-тăрура тупа тунă хыççăн отрядсем рапорт панă, педагогсемпе аслă пионерсем çамрăк пионерсен мăйĕсем çине галстуксем çыхнă.  

Кривле-Илюшке шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Г.М. Егорова тата класс ертÿçисем ачасем валли «Май уйăхĕн 19-мĕшĕ - Ача-пăча обществăлла организацисен кунĕ» квест-вăйă ирттернĕ. Командăсем балсем çĕнсе илессишĕн кăна мар, историе мĕнле пĕлнине кăтартса парас тĕллевпе ăмăртнă. Паллах, ыйтусемпе ĕçсем пионер юхăмĕпе çыхăннисем пулнă. Квест-вăййа Кривле-Илюшке ачисем «Ты да я да мы с тобой», «Алые паруса» юрăсене шăрантарса вĕçленĕ.

Куюргазă районĕ, Кривле-Илюшке ялĕ.

Кривле-Илюшкере Ача-пăча обществăлла организацисен кунне паллă тунă
Кривле-Илюшкере Ача-пăча обществăлла организацисен кунне паллă тунă
Кривле-Илюшкере Ача-пăча обществăлла организацисен кунне паллă тунă
Кривле-Илюшкере Ача-пăча обществăлла организацисен кунне паллă тунă
Кривле-Илюшкере Ача-пăча обществăлла организацисен кунне паллă тунă
Кривле-Илюшкере Ача-пăча обществăлла организацисен кунне паллă тунă
Кривле-Илюшкере Ача-пăча обществăлла организацисен кунне паллă тунă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас