Уяв ахрăмĕ
15 Августа 2025, 12:00

Пурнăç пыл пек пылак пултăр

Православи тĕнне ĕненекенсемшĕн август уйăхĕ уявсемпе пуян. Ĕнер пыл сăпасĕччĕ. Республикăри мĕнпур чиркÿре те çак ятпа кĕлĕ вуланă, çĕнĕ пыла Турă шывĕ сапса сăвапланă.  

Пурнăç пыл пек пылак пултăрПурнăç пыл пек пылак пултăр
Пурнăç пыл пек пылак пултăр

Авăркас районĕнчи Меселпуç ялĕнчи культура çуртĕнче Пыл сăпасне халалласа мероприяти йĕркелесе ирттернĕ. Унта хутшăнакансем уявăн историйĕпе паллашнă, викторина ыйтăвĕсем çине хуравланă, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шыранă, вылянă, ташланă.

Вăйă картине тăнă май, кашнийĕ хăйĕн пултарулăхне кăтартса пама тăрăшнă: пĕри ташланă, тепри юрланă, виççĕмĕшĕ сăвă вуланă.

Аллă çула яхăн хурт-хăмăр ĕрчетекен Иван Ефимов хăйĕн опычĕпе паллаштарнă, хаваспах ыйтусем çине хуравланă.

Мероприятие ертсе пыракан кашни кун пĕр кашăк пыл çимелли 10 сăлтава палăртнă: пыл хырăм-вара лайăх ĕçлеттерет, кăмăл-туйăма çĕклет, шăнса пăсăласран сыхлать, пылра çан-çурăма хÿтĕлекен антиоксидантсем пур, пыл ватлăхпа кĕрешет…

Тĕлпулу пĕлÿ енчен пуян, кăсăк та пылак иртнĕ.  

Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ.

Пурнăç пыл пек пылак пултăр
Пурнăç пыл пек пылак пултăр
Пурнăç пыл пек пылак пултăр
Пурнăç пыл пек пылак пултăр
Пурнăç пыл пек пылак пултăр
Пурнăç пыл пек пылак пултăр
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас