+8 °С
Ясно


Октябрь уйăхĕн 1-мĕшне ĕмĕр тăршшĕ çĕршыв пуласлăхĕшĕн тăрăшнă, тивĕçлĕ те хисеплĕ, çулĕсемпе аслă пулсан та халĕ те çирĕп, чăтăмлă çынсене халаллатпăр.
Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнчи клубра «Чĕрене юратупа савăнтарар» («На любовь свое сердце настроим») уява халалланă ăшă тĕлпулу иртнĕ. Сцена çинчен хисеплĕ хăнасен ячĕпе хитре сăвăсем, кăмăллă юрăсем янăранă. Залра хӑтлӑх, чун ӑшши, савӑнӑҫ, тараватлӑх атмосфери хуҫаланнă. Мероприяти тăршшĕпе сумлă ватăсем çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, ырă кăмăл суннисене йышăннă.