

Çамрăк талантсем чăваш, пушкăрт, тутар, эрмен тата иврит чĕлхисемпе сăвăсем хатĕрлесе куракансемпе жюри членĕсен умне кăларнă. Вĕсем хăйсен хайлавĕсене Пушкăртстана, Аслă Çĕнтерĕве, çыравçă-юбилярсене халалланă. Курав залĕнче педагогсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕсем те пулнă. Хăш-пĕр вĕрентекенсем хăйсен вĕренекенĕсемпе «Учитель – Вĕренекен» номинацире ăмăртнă.
«Хавхалану» конкурс вĕçленнĕ май Пушкăртстанри Туслăх çурчĕн методисчĕ Диляра Габдуллина çамрăк талантсене кашнинех асăнмалăх Аслă Çĕнтерĕве 80 çул тултарнă çĕре кăларнă дневниксем парнеленĕ.
Павел Миронов ячĕллĕ шкул чысне Влада Петровапа Вероника Никитина хÿтĕленĕ. Вĕсем Аркадий Русаковăн «Манăн Пушкăртстан» тата Ухсай Яккăвĕн «Юратрăм эп, хирсем, сире» сăввисене, Константин Ивановăн «Нарспи» поэминчи сыпăкне вуласа конкурс призерĕсем пулса тăнă. Çавăн пекех чăваш шкулĕнчи студи вĕренекенĕсем Дарья Сидоровапа Лейля Ахмеджанова тата Екатерина Куликова вĕрентекен мероприятие
пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.
Юрий СНЕГОПАД. Ĕпхÿ хули.