Уяв ахрăмĕ
2 Декабрӗн 2025, 08:00

Çĕр çинчи чи илемлĕ çын ячĕпе

Анне сăмаха çĕр чăмăрĕ çинчи пур çын та пĕлет. Кашни çын  чунĕнче вăл  ăшă туйăмсем вăратать. Анне - пурнăçри чи çывăх та пĕлтерĕшлĕ çын. Вăл хăйĕн ырлăхне, ачашлăхне тата юратăвне парнелет. 

Çĕр çинчи чи илемлĕ çын ячĕпеÇĕр çинчи чи илемлĕ çын ячĕпе
Çĕр çинчи чи илемлĕ çын ячĕпе

Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнчи клубра чи хаклă та юратнă çын ячĕпе «Çĕр çинчи чи илемлĕ çын» ятлă уяв концерчĕ иртрĕ. Клуб никĕсĕ çинче ĕçлекен «Рябинушка» вокал тата «Солнышко» ача-пăча ташă ушкăнĕсем хăйсен номерĕсемпе савăнтарчĕç. Сцена çинчен чи ырă та çепĕç çынсем ячĕпе  салам сăмахĕсем, сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç, кĕске те кулăшла сценкăсем кăтартрĕç.

Залра ларакан аннесен савăнăçлă та ырă куçĕсене, вĕсен хаваслă йăл куллисене курма питĕ кăмăллăччĕ.

Ирина ВАСИЛЬЕВА, клуб ĕçченĕ.

Çĕр çинчи чи илемлĕ çын ячĕпе
Çĕр çинчи чи илемлĕ çын ячĕпе
Çĕр çинчи чи илемлĕ çын ячĕпе
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас