Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
15 Кӑрлач , 12:00

Уяв, вăйăсем тата ырă Хĕл Мучи

Асамлă Çĕнĕ çул уявĕсем хыçа юлчĕç. Пирĕн патра ик эрне хушши хăнара пулнă Хĕл Мучипе Юр пикен те кайма вăхăт çитрĕ.

Уяв, вăйăсем тата ырă Хĕл Мучи
Уяв, вăйăсем тата ырă Хĕл Мучи

Çак ырă та таса чунлă хĕл хуçипе мăнукне чыслăн ăсатса яма Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнчи нумай функциллĕ культура çуртне ачасемпе аслисем пухăннă. Уйрăмах пĕчĕк хăнасем культура çурчĕпе вулавăш ĕçченĕсем йĕркеленĕ уявра чунтан савăннă. Мĕншĕн тесен вĕсем Хĕл Мучие чăтăмсăррăн кĕтнĕ.

Чăн малтан вулавăш ĕçченĕ Альбина Сайдякова Кивĕ Çĕнĕ çулăн историйĕпе паллаштарнă. Çакăн хыççăн хĕр ачасемпе арçын ачасем капăр чăрăш тавра юрласа ташланă. Унтан пухăннисене литература викторини кĕтнĕ. Пĕчĕк хăнасем хĕллепе çыхăннă ваттисен сăмахĕсене, хайлавсемпе юрăсен ячĕсене аса илнĕ, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шыранă. Унсăр пуçне ачасем асамлă асаттене илемлĕ сăвăсем каласа парса чунне çемçетнĕ, пылак кучченеçлĕ пулнă.  Арçын ачасемпе хĕр ачасем те Хĕл Мучипе Юр пике умĕнче парăмра юлман: шкулта лайăх вĕренме, аслисене итлеме, тăрăшуллă ача пулса çитĕнме шантарнă.  

Чекмагуш районĕ, Юмаш ялĕ.

Уяв, вăйăсем тата ырă Хĕл Мучи
Уяв, вăйăсем тата ырă Хĕл Мучи
Уяв, вăйăсем тата ырă Хĕл Мучи
Уяв, вăйăсем тата ырă Хĕл Мучи
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас