Уяв ахрăмĕ
13 Апреля , 09:30

Тепĕр Мăнкунччен лайăх пурăнасчĕ

Мăнкун — православи тĕнне ĕненекенсен чи аслă уявĕ. Çутă уявăн символĕсенчен пĕри сăрланă çăмарта шутланать. Вăл Иисус чĕрĕлнине тата çĕнĕ пурнăçшăн тасалнине пĕлтерет.

Тепĕр Мăнкунччен лайăх пурăнасчĕТепĕр Мăнкунччен лайăх пурăнасчĕ
Тепĕр Мăнкунччен лайăх пурăнасчĕ

Авăркас районĕнчи Меселпуç ялĕнчи культура çуртĕнче Мăнкун умĕн ачасемпе пĕрле çăмарта хĕретесси йăлана кĕнĕ. Хальхинче пухăннисем çăмартасене гуашпа тата акварель сăррисемпе илемлетнĕ. Шкул ачисем эрешсен урлă хăйсен шухăшĕсене пурнăçа кĕртнĕ.   

Акварельпе гуаш апат-çимĕç сăррисен шутне кĕмеççĕ. Çавăнпа ачасем пушă çăмарта хупписене илемлетнĕ. Хайлавлă çăмартасем хăйне евĕрлĕ пулса тухнă. Вĕсем чăннипех те уяв сĕтелне илем кÿме пултарнă. Çапла хĕр ачасемпе арçын ачасем вăхăта усăллă ирттернĕ.  

Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ.  

Тепĕр Мăнкунччен лайăх пурăнасчĕ
Тепĕр Мăнкунччен лайăх пурăнасчĕ
Тепĕр Мăнкунччен лайăх пурăнасчĕ
Тепĕр Мăнкунччен лайăх пурăнасчĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас