+19 °С
Дождь


Урамра, уçă сывлăшра иртекен программӑна тӗрлӗ вӑйӑсемпе конкурссем кӗртнӗччĕ. Ачасем «Диск ывӑтасси», «Хаваслӑ хоккей», «Ромашка» ӑмӑртусене хутшӑнчĕç. Вĕсем хӑйсен ҫаврӑнӑҫулӑхне, хăвăртлăхне «Парне ил», «Канфета ан вӗҫерт» тĕрĕслерĕç, ҫавӑн пекех тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрĕç, хаваслă юрă-кĕвĕпе ташăсем ташларĕç. Ашшĕ-амăшĕсем те ачисемпе пĕрле ăмăртрĕç. Юлашкинчен пурне те парнесем парса савăнтартăмăр.
Вăйă программи ачасемшĕн хаваслă та асра юлмалла иртрĕ.
Ирина ВАСИЛЬЕВА. Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.