Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Уяв
13 Июлӗн 2022, 11:30

Уява йыхравлатпăр

Июль уйăхĕн 16-мĕшĕнче Авăркас районĕн центрĕнче, Толбазă салинче, Сабантуй йĕркелекен лапамра регионсем хушшинчи виççĕмĕш Уяв праçникĕ иртет.

Уява йыхравлатпăр
Уява йыхравлатпăр

Пурне те çак илемлĕ те кăмăла çĕклекен чăваш культура фестивальне килсе курма йыхравлатпăр. Уяв 11.00 сехетре пуçланать.
Йăла-йĕрке праçникĕн программинче республикăри тата ытти регионсенчен килнĕ хăйпултарулăх коллективĕсен ăсталăхĕпе паллашасси, «Янра, хут купăс» конкурса хутшăнасси, Кĕрешÿ наци спорт тĕсĕнче вăй виçесси, какай шÿрпипе хуплăва, чăваш сăрине дегустаци тăвасси.
Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр.
Йĕркелÿ комитечĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: