Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
16 Июлӗн 2022, 22:35

«Уявра» юрлани-ташланипе кăна çырлахмарĕç, малашлăх пирки те ыйту çĕклерĕç.

Паян, июль уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Авăркас район центрĕнче, Толбазă ялĕнче, регионсем хушшинчи «Уяв» чăваш культура фестивалĕ виççĕмĕш хут иртрĕ. «Уяв» чăвашсемшĕн мĕн авалтан сумлă праçниксенчен пĕри шутланнă. Ăна ака вĕçленсен утта тухиччен, çĕр каннă вăхăтра, йĕркеленĕ. Унта халăх йышпа юрласа-ташласа савăннă, спортри тĕрлĕ енсемпе вăй виçнĕ, тутлă апат çимĕçе астивнĕ, кăпăклă та тĕхĕмлĕ сăра ĕçнĕ.

«Уявра» юрлани-ташланипе кăна çырлахмарĕç, малашлăх пирки те ыйту çĕклерĕç.
«Уявра» юрлани-ташланипе кăна çырлахмарĕç, малашлăх пирки те ыйту çĕклерĕç.

«Уява» республикăри хуласемпе районсенчи тата Чăваш Енри Комсомольски районĕнчи юрă-ташă коллективĕсем (вĕсем 30 ытла), уйрăм юрăçсемпе хут купăс ăстисем  килсе çитнĕ. Пĕтĕмĕшле мероприяти икĕ пине яхăн çынна пуçтарчĕ. Çавăн пекех унăн программине  Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев хайĕн хастарĕсемпе, Чăваш Республикинчи Шупашкар районĕн администраци пуçлăхĕ Николай Хорасьев тата ытти сумлă хăнасем илем кÿчĕç. Сăмах май, «Уяв» пуçланиччен авăркассем шупашкарсемпе  кулленхи пурнăçра туслă та пĕр-пĕрне пулăшса пурăнасси çинчен калакан килĕшĕве çирĕплетрĕç. Ăна пĕр енчен Авăркас район администраци пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов,тепĕр енчен Николай Хорасьев алă пусрĕç.

Республикăри чăваш пĕрлĕхĕсен ертÿçисем те «Уявран» пăрăнса юлмарĕç. Ĕпхÿрен чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Виталий Викторов, чăвашсен Канашĕн пуçлăхĕ  Людмила Мурманская, чăваш культура обществин председателĕ Юрий Михайлов, Çтерлĕрен чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕн ертÿçи Федор Кузьмин  хăйсене пулăшакан чăваш хастарĕсемпе килсе çитнĕ. Районсемпе хуласенчи чăваш организацисен ертÿçисем те праçнике йĕркелеме пулăшни сисĕнчĕ, уйрăмах Çтерлĕ хулинчи тата Авăркаспа Пелепей районĕсем. Людмила Ивановна  чăваш пĕрлĕхĕсен ятĕнчен пухăннă халăха ăшшăн саламларĕ, тивĕçлисене Тав çырăвĕсемпе Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.

«Уяври» юрă-ташă шавĕпе пĕрле ĕçлĕ калаçу та пулса иртрĕ. Унăн пуçаруçи ЧНК президенчĕ Валерий Клеметьев пулчĕ. Сехете тăсăлнă тĕлпулу вăхăтĕнче чăваш хастарĕсем мĕнпур чăваш организацийĕсене пĕрлештерсе пĕр пĕрлĕх тăвассине сÿтсе яврĕç, хускатнă ыйтушăн сасăларĕç. Малашне пĕр-пĕрин хушшинче ăнлану пулсан, республика шайĕнчи чăвашсен пĕрлĕхĕ «Канаш» чăваш наципе культура автономийĕ» ятпа çÿреме пултарĕ. Паллах, çак сĕнĕве пурнăçа кĕртес тесен çăмăлах мар йĕркелÿ ĕçĕсем туса ирттерме тивет. Кунта Устава çĕнетмелле, съезд е конференци ирттерелле, ертÿçĕ тата автономин канашне суйламалла тата ытти те.

Пĕтĕмĕшле «Уяв» савăнăçлă та кăмăллă, лăпкă иртрĕ. Çакна çынсен пичĕсенчи йăл-кулă тата чун-чĕрисенче çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм  пурри çирĕплетрĕ. Çакăн евĕр фестиваль тепĕр икĕ çултан  (йĕрке тăрăх çапла палăртнă – авт.) каллех ĕçчен чăваш халăхне тата унпа туслă ытти наци çыннисене пĕр кĕрекене пухасса шанса тăратпăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: