Урал сасси
+29 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Уяв
3 Августӑн 2022, 10:00

Тĕрĕ ăстисем Çтерлĕре пухăнĕç

Пушкăртстан Республикинче чăваш тĕррин йăли-йĕркине сыхласа хăварас, асăннă ÿнер тĕсĕн сумне ÿстерес, ăна халăх хушшинче анлăрах сарас, ал ĕç ăстисен пултарулăхне аталантарас тĕллевпе ПР Культура министерствипе Халăхсен туслăх çурчĕ, ПР регионти чăвашсен «Канаш» обществăлла организаци, асăннă пĕрлĕхĕн Çтерлĕри уйрăмĕ, Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕ 2022 çулхи ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче республика шайĕнчи «Чăваш тĕррин уявне» ирттерме палăртнă.

Тĕрĕ ăстисем Çтерлĕре пухăнĕç
Тĕрĕ ăстисем Çтерлĕре пухăнĕç

Уяв программи чи вăйлă пултарулăх ушкăнĕсем, ансамбльсем сцена çине тухса чăвашла пĕр-пĕр номер (ташă, вокал, музыка, фольклорпа этнографи) 7 минутран ытла мар, кăтартнинчен пуçланать. Пултарулăх делегацийĕ йышĕнче миçе çын пуласси хăвăртан килет.
Тĕрĕ уявĕ Çтерлĕри Хула культура çурчĕн фойипе сцени çинче, г. Стерлитамак, проспект Октября, д. 35 адреспа иртет. Тĕп мероприяти 14.00 сехетре пуçланать.
12.00 сехетре ЧР чăваш наци тĕррин ăсти, Алă ăстисен гильдийĕн илемлĕх канашĕн, Чăваш наци конгресĕн культура енĕпе ĕçлекен комитечĕн пайташĕ Людмила Вазюкова мастер-класс ирттерĕ.
Чăваш тумĕсем тăхăнса утнă чух хăвăр район ялавне, кашни уява хутшăнакан валли йăтса пыма ал шăлли е сурпан илмелле.
Делегаци йышĕнче мĕн чухлĕ çын пуласси пирки сведенисем йĕркелÿ комитетне 2022 çулхи октябрь уйăхĕн 10-мĕшĕччен ярса памалла. Делегаци ертÿçине, делегацин йышне (унта водитель те кĕрет), пултарулăх йышне палăртмалла. Пултарулăх ушкăнĕсене вăхăтра заявка памасан йышăнмаççĕ.
Йĕркелÿçĕсемпе çыхăнмалли информаци:
453124, Çтерлĕ хули, Карл Маркс урамĕ, 98-мĕш çурт, ПР чăвашсен Канашĕн Çтерлĕри уйрăмĕ; тел. 8 (347) 322-35-89, электронлă почта: [email protected]; карас телефонĕ 8-917-36-30-109.
ПР регионти чăвашсен «Канаш» обществăлла организаци, 8-917-427-17-33, эл. Почта: lady-dani <[email protected]>
Йĕркелÿ комитечĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: