Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
21 Августӑн 2022, 17:00

Суук-чишмасем «Бэлешфест - 2022» фестивале хутшăннă

Ĕнер, август уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Буздяк ялĕнчи спортпа кану паркĕнче «Бэлешфест - 2022» наци кухнин фестивалĕ иртнĕ. Унта Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишмари чăваш историпе культура центрĕ тата çак ялти «Шевле» чăваш халăх ансамблĕ хутшăннă.

Суук-чишмасем «Бэлешфест - 2022» фестивале хутшăннă
Суук-чишмасем «Бэлешфест - 2022» фестивале хутшăннă

Уявра наци апачĕсен лапамĕсем, хĕрарăм телейĕн территорийĕ ĕçленĕ, спортпа киленÿ мероприятийĕсем тата ытти те иртнĕ. Фестивалĕн сумлă хăнисен шутĕнче ПР Пуçлăхĕн Администраци ертÿçин çумĕ Искандер Ахметвалеев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Пушкăртстанри тутарсен наципе культура автономийĕн председателĕ Римма Утяшева, ПР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Наталья Лапшина, республикăри Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Флюза Гайсина тата ытти çынсем пулнă. Вĕсене пушкăрт, тутар, вырăс, чăваш, марий, удмурт халăхĕсен апат-çимĕçĕпе, ĕçмипе сăйланă. Çак юлташсемех сĕтел çинчи пуян та сĕтеклĕ апата хак панă.

Уявăн тĕп символĕ пĕçернĕ наци кукăлĕ - бэлеш - пулнă. Кулинарсем шăпах ăна хатĕрлессипе ăмăртнă. Фестивалĕн тĕп сцени çинче тутар тата пушкăрт эстрадин артисчĕсен пуян концерт программи пынă. Вĕсен хушшинче пултарулăх коллективĕсем те пулнă. «Шевле» чăваш халăх ансамблĕ халăх хушшинче анлă сарăлнă «Садра-садра» юрра шăрантарнă. Ушкăн артисчĕсен ăсталăхне куракансем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнĕ. Историпе культура центрĕ юрта лартнă, мастер-класс ирттернĕ, наци апат-çимĕçне хатĕрленĕ çĕре хутшăннă. Унсăр пуçне Буздяк пикисене чăваш картишĕнче ĕçлеме наци тумĕсемпе тивĕçтернĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: