Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
29 Ноябрӗн 2022, 14:50

Республикăра Çĕнĕ çула уявласси пирки калакан указа алă пуснă

Республика ертÿçи Радий Хабиров 2023-мĕш Çĕнĕ çула уявласси пирки калакан указа алă пуснă. Документа регионти право информацин сайтĕнче пичетлесе кăларнă.

Республикăра Çĕнĕ çула уявласси пирки  калакан указа алă пуснă
Республикăра Çĕнĕ çула уявласси пирки калакан указа алă пуснă

Уявпа çыхăннă мероприятисене хатĕрлессипе тата ирттерессипе йĕркелÿ комитечĕ ĕçлĕ. Унăн председателĕ пулма регионти экономика аталанăвĕн тата инвестици политикин министрне, республикăри премьер-министрăн пĕрремĕш çумне Рустам Муратова çирĕплетнĕ.

Çĕнĕ çул елки декабрь уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртĕ. Унта ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене, вĕренÿ отличникĕсене, олимпиадăсемпе спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисене, пултарулăх фестивалĕсен лауреачĕсене, нумай ачаллă çемьере çитĕнекен ачасене, тăлăх тата сусăр ачасене йыхравлĕç. Пурне те парнесем парĕç.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: