Урал сасси
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
28 Декабрӗн 2022, 09:30

Январьте мĕнле канатпăр?

Ĕç саккунĕпе килĕшÿллĕн (РФ Ĕç саккунĕн 112 статйи) январĕн 1,2,3,4,5,6 тата 8-мĕшĕсем Çĕнĕ çул каникулĕсем, январь уйăхĕн 7-мĕшĕ Раштав уявĕ шутланаççĕ.

Январьте  мĕнле канатпăр?
Январьте мĕнле канатпăр?

2023 çулта январь уйăхĕн 1-мĕшĕпе 8-мĕшĕ вырсарни кунпа пĕр килеççĕ. Ĕç çыннисем канмалли тата уяв кунĕсене усăллă ирттерччĕр тесе РФ Правительствин постановленийĕпе («2023 çулта канмалли кунсене урăх вăхăта куçарни çинчен» 2022 çулхи август уйăхĕн 29-мĕшĕ 1505№) килĕшÿллĕн вырсарни кунĕпе пĕр килекен январĕн 1-мĕшне февраль уйăхĕн 24-мĕшне, вырсарни кунпа пĕр килекен январĕн 8-мĕшне май уйăхĕн 8-мĕшне куçарма йышăннă. 2022 çулта декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕ шăмат кунпа тÿр килет.
Çапла майпа канмалли тата Çĕнĕ çул каникулĕсемпе çыхăннă ĕçлемелле мар кунсем çаксем шутланаççĕ: 2022 çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕ, 2023 çулхи январь уйăхĕн 1-8-мĕшĕсем.
Асăннă кунсем çулсерен канмалли тĕп отпуск шутне кĕмеççĕ. Уявсене усăллă ирттермелле пултăр.
Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: