Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
10 Кӑрлач 2023, 16:20

Пушкăртстанра пурăнакансене 2023 çулта 121 уяв тата канмалли кун кĕтет

Пушкăртстанри Ĕç министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республика çыннисене 244 ĕç тата 121 канмаллипе уяв кунĕсем кĕтеççĕ.

Пушкăртстанра пурăнакансене 2023 çулта 121 уяв тата канмалли кун  кĕтет
Пушкăртстанра пурăнакансене 2023 çулта 121 уяв тата канмалли кун кĕтет

Çĕнĕ çул каникулĕсемпе Раштав уявĕ хыççăн 2023 çулта Пушкăртстан территорийĕнче çак кунсем канмаллисем шутланаççĕ:

Февраль уйăхĕн 23-мĕшĕ – Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ;

Март уйăхĕн 8-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ;

Апрель уйăхĕн 21-мĕшĕ - Ураза-байрам;

Май уйăхĕн 1-мĕшĕ – Çуркуннепе Ĕç уявĕ;

Май уйăхĕн 9-мĕшĕ – Çĕнтерÿ кунĕ;

Июнь уйăхĕн 12-мĕшĕ – Раççей кунĕ;

Июнь уйăхĕн 28-мĕшĕ – Курбан-байрам

Октябрь уйăхĕн 11-мĕшĕ – Республика кунĕ -  Пушкăрт совет социализмла республики патшалăх суверенитетне йышăннă кун;

Ноябрь уйăхĕн 4-мĕшĕ – Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ.

Февраль уйăхĕнче, Çĕршыв хÿтĕлевçисене халалланă уявра, республика çыннисем февраль уйăхĕн 23-26-мĕшĕсенче канĕç. Çĕнтерÿ кунне халалланă канмалли кунсем май уйăхĕн 6-9-мĕшĕсем шутланĕç. Виçшер канмалли кун Ураза-байрам (апрель уйăхĕн 21-23-мĕшĕсем), Çуркуннепе Ĕç кунĕнче (апрель уйăхĕн 29-мĕшĕ- май уйăхĕн 1-мĕшĕ), Раççей кунĕнче (июнь уйăхĕн 10-12-мĕшĕсем) тата Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче (ноябрь уйăхĕн 4-6-мĕшĕсем) кĕтеççĕ.

Март уйăхĕн 8-мĕшĕнче (Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ), июнь уйăхĕн 28-мĕшĕнче (Курбан-байрам), октябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче (Республика кунĕ) эрне варринче пĕршер кун канăпăр.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: