Пушкăртстанри чăвашсем те йăла-йĕркене пăсмарĕç, халăхпа пĕрле сивĕ хĕлĕн юлашки кунĕсене ăсатма васкарĕç. Ĕпхÿпе Çтерлĕ, Пелепейпе Октябрьски хулисенче хăйпултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа уяв программине илем кÿчĕç, Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк, Давлекан районĕнчи Чуюнчă Николаевка, Ишимбай тăрăхĕнчи Йĕкенпуç ялĕсенче тата ытти вырăнсенче юрă-кĕвĕ шăрантарнисĕр пуçне тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç, ăшă та кăмăллă тĕлпулусем йĕркелерĕç, катемпи çунтарчĕç. Çакна сăн ÿкерчĕксем те çирĕплетеççĕ.
Паян вара Аслă типĕ пуçланчĕ. Ун çинчен те манмалла мар. Пурнăçра нимĕнле пулăм та ăнсăртран пулмасть, пурте хăйĕн йĕркипе пырать. Этемлĕхĕн вара çав йĕркене пăхăнмаллах, мĕншĕн тесен вăл çутçанталăк законĕпе çыхăннă-çке.
Юрий СНЕГОПАД.