Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
26 Майӑн 2023, 18:35

Кашларĕ Иванов вăрманĕ…

Паян, май уйăхĕн 26-мĕшĕнче, чăваш литература классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа 133 çул çитнине халалласа Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче «Поэт кунĕ» чаплă уяв иртрĕ. Унăн пултарулăхне хаклакансем Пелепей тăрăхĕнчен çеç мар, Çтерлĕпе Октябрьский хулисенчен, Ермеккейпе Мияки, Ишимбай районĕсенчен, Эрĕнпур облаçĕнчи Абдулино районĕнчи Анат Кăрмий ялĕнчен килсе çитнĕ. Шел пулин те, хальхинче шупашкарсем пулаймарĕç.

Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…

Слакпуçсем хăнасене вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕн музейĕ умĕнче çăкăр тăварпа кĕтсе илчĕç. Ун хыççăн пурте çыравçăн иртнĕ пурнăçĕпе паллашшас тĕллевпе музейри экспонатсене хак пачĕç, Ольга Андреева кĕçĕн наука ĕçченĕ интереслĕ те пуян экскурси йĕркелерĕ. Йалана кĕнĕ йĕркепе хăнасемпе хуçасем Кĕçтенттин Ивановăн палакĕ умне кăшăл (венок) хучĕç, Слакпуç шкулĕнче вĕренекен ачасем сăвă йĕркисем вуларĕç.

Çакăн хыççăн çул Нарспи çăлĕ еннелле выртрĕ. Кунта яланах асамлăх тĕнчи хуçаланать: амапа аçа кÿлепи умĕнче сăн ÿкерчĕк ÿкерĕнмесĕр пăрăнса иртейместĕн, шăнкăртатса выртакан çăлри техĕмлĕ шывне курка хыççăн курка ĕçес килет. Паллах, юрри-кĕвви те янрать.

К.Иванов паркĕнче вара уявăн тепĕр пайĕ иртрĕ. Кунта вырăнти культура ĕçченĕсем Алĕна Андреева ертсе пынипе пуян та илемлĕ программăллă концерт хатĕрленĕ, килнĕ хăнасене апатлантарма юрта лартнă. Пухăннисене Слакпуç ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Дмитрий Андреев, Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономин (ЧНКА) председателĕ Владимир Яковлев, Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕри уйрăмĕнчи тутарпа чăваш кафедрин филологи наукисен кандидачĕ Лира Афанасьева доцент, Çтерлĕри ЧНКА ертÿçи Оксана Федорова саламларĕç. Уяв концертне вырăнти «Силпи» ансамбль пуçларĕ. Ун хыççăн хуçасен пехилĕпе хăнасем – Октябрьский хулинчи «Илемпи» ансамбль, Абдулино тăрăхĕнчи «Çутă ĕмĕт» ушкăн, Ермеккейпе Авăркас, Пелепей районĕсенчи «Шевле», «Шăпчăк» тата «Пилеш» ансамбльсем – сцена çине тухрĕç, куракансен кăмăлне юрă-кĕвĕпе çĕклерĕç. Çакăншăн вĕсем пурте уяв вĕçĕнче Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.

Мероприяти пухăннă халăх ташă картине тăрса ташланипе вĕçленчĕ. Анчах та уяв вĕçленчĕ тесе татса калама йывăртарах-ха, мĕншĕн тесен Кĕçтенттин Иванова пуç таяс текенсем ыран та, виçмине те пулĕç кунта. Слакпуç вара вĕсене яланах хапăл туса кĕтет.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Кашларĕ Иванов вăрманĕ…
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: