Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
28 Майӑн 2023, 13:50

Чĕмпĕр Акатуйĕ аякрисене те, çывăхрисене те тарават

Ĕнер, май уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Ульяновск хулинчи ипподромра тата Çĕнтерÿ паркĕнче Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсен йăлана кĕнĕ Акатуйĕ иртнĕ. Шучĕпе вăл вăтăрмĕш хут.

Чĕмпĕр Акатуйĕ аякрисене те, çывăхрисене те тарават
Чĕмпĕр Акатуйĕ аякрисене те, çывăхрисене те тарават

Сумлă хăнасем Мускавпа Шупашкартан, Самарăпа Пенза, Эрĕнпур облаçĕсенчен, Тутарстанпа Чăваш Енрен килсе çитнĕ. Пушкăртстанран çак хисепе Пелепей районĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн председетелĕ (вăлах Раççейри федераллă чăваш наципе культура автономи Канашĕн пайташĕ) Владимир Яковлев тивĕçнĕ. Интернетри материалсем урлă хак парас пулсан уяв çÿлле шайра иртнĕ. Мероприятие Ульяновски облаçĕн губернаторĕ Алексей Русских, Раççейри федераллă чăваш наципе культура автономин президенчĕ Николай Гаврилов Раççей Геройĕ, ЧР культура, национальноçсен тата архив ĕçесен министрĕ Светлана Каликова тата ытти сумлă хăнасем хутшăннă.

Акă, мĕн каласа пачĕ пире Пушкăртстан элчи.

- Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен Акатуйĕнче эпĕ пуçласа пултăм. Питĕ те çÿллĕ шайри мероприяти. Ăна йĕркелекенсем пур енĕпе те тĕплĕн хатĕрленннĕ. Пирĕн вĕсенчен вĕренмелли çителĕклех, уйрăмах çавăн пек анлă уяв ирттернĕ чухне. Малашне пирĕн те унта йышпа хутшăнма тăрăшмалла. Çулĕ вăрăм пулсан та ăна кĕскетме пулатех. Чĕмпĕр Акатуйĕ аякрисене те, çывăхрисене те пĕр шайра йышăнать. Курса савăнмалли вара кунта çителĕклех. Чĕмпĕрсене пурне те тав. Уйрăмах Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн хĕрÿ чĕреллĕ ертÿçине Владимир Бабайкина тата унпа пĕр шухăшлă командăна йыхравшăн тата ăшшăн кĕтсе илсе ăсатса янăшăн, - çĕкленÿллĕ кăмăлпа пĕлтерчĕ Владимир Яковлев хăй куçĕпе курни-илтнипе паллаштарнă май.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: