Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
12 Июнӗн 2023, 15:00

Пĕр кунра виçĕ уяв паллă тăватпăр

Паян, июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче, пĕтĕм çĕршыв Раççей кунне, Ĕпхÿ çыннисемпе хăнисем ăна никĕсленĕренпе 449 çул çитнине паллă тăваççĕ. Çавăн пекех çак кун Пушкăртстанăн наци паттăрĕ Салават Юлаев çуралнăранпа 269 çул çитнине уявлатпăр.

Пĕр кунра виçĕ уяв паллă тăватпăр
Пĕр кунра виçĕ уяв паллă тăватпăр

Сăмах май, ун çинчен нумай кĕнеке тата ăслăлăх статйисем пичетлесе кăларнă, ун ячĕпе хула тата район, хоккей клубĕн, проспектсен ятне панă. Пушкăрт халăхĕн асĕнче Салават Юлаев 20 çулхи çамрăк поэт, çар пуçлăхĕ, парăнман улăп пек асра юлнă. Вăл хăйĕн хулпуççийĕ çинче шанчăк сăрт-туне йăтса пырать тейĕн, çулăмлă чĕринче вара – ирĕке юратакан пушкăртсен чун хавалĕ.

Салават Юлаев кам пулни çинчен тĕплĕнрех «Культурный мир Башкортостана» https://vk.cc/coGPaO сайтра пĕлме пулать. Июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче тĕп хулара иртекен уяв мероприятийĕсем тата обществăлла транспорт çÿрекен схемăсем çинчен Ĕпхÿ хула администраци пуçлăхĕ Ратмир Мавлиев хăйĕн страницинче каласа панă. Пушкăртстан Республикин Культура министерствин https://vk.cc/coGP3X сайтĕнче Раççей кунĕнче республикăра пурăнакансем валли мĕнле мероприятисем йĕркелени çинчен вуласа пĕлме пулать. Пурне те уяв ячĕпе!

Юрий СНЕГОПАД.

Пĕр кунра виçĕ уяв паллă тăватпăр
Пĕр кунра виçĕ уяв паллă тăватпăр
Пĕр кунра виçĕ уяв паллă тăватпăр
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: