Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
31 Июлӗн 2023, 14:25

«Салам, ентешсем!»

Кушнаренково районĕнчи Нижнесаитово ялĕ çывăхĕнчен инçе мар географи палли вырнаçнă. Çапла майпа çурçĕр тата хĕвел тухăç вăрăмлăхĕсем 55-шер градуспа тÿр килнĕ вырăна кăтартса панă.

«Салам, ентешсем!»
«Салам, ентешсем!»

Паллă 4 метрлă юпа евĕр. Ун çинче ШОС (Раççей, Китай, Казахстан, Киргизи, Таджикистан тата Узбекистан) тата БРИКС (Бразили, Раççей, Инди, Китай тата Кăнтăр Африка республики) çĕршывĕсен тĕп хулисене çырнă кăтарту паллисене те курма пулать. Унсăр пуçне Росреестр пуçарăвĕпе хăйне евĕрлĕ географи координачĕсенчен тăракан асăнмалăх мачта вырнаçтарнă.

Шăмат кун, июль уйăхĕн 29-мĕшĕнче, географи палли вырнаçнă вырăнта ентешсене халалласа пысăк уяв иртнĕ. Уяв программи анлă та пуян пулнă. Унăн хăнисем концерт программисене, ал ĕç ăстисен ярмăрккисене курса киленнĕ. Курава Мелеуз хулинчи, Демăпа Благовар тата Кушнаренково районĕсен ăстаçисем хутшăннă. Концерт программине Кушнаренкăпа Чекмагуш, Нуриман районĕсенчи культура çурчĕсен, Юмаш ялĕнчи нумай функциллĕ культура çурчĕн тата Ĕпхÿ хулинчи пултарулăх ушкăнĕсем илем кÿнĕ. Çапла йĕркелÿçĕсем уява илемлĕ те асра юлмалла йĕркеленĕ.

      

«Салам, ентешсем!»
«Салам, ентешсем!»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: