-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Палăка Пушкăртстан хăй ирĕкĕпе Вырăс патшалăхне кĕнĕренпе 400 çул çитнĕ ятпа тунă пулнă. Унăн никĕсне 1957 çулта хывнă, 1965 çулта вара ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Вăл вырăс тата пушкăрт халăхĕсен тăванла туслăхĕн символĕ пулса тăрать.
- Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ пирĕн чĕресемпе ĕçсене çирĕп кĕрсе вырнаçрĕ. Мĕн иртен пуçласа эпир çывăх çынсемпе тăвансем, тус-юлташсем патне салам сăмахĕсемсем яратпăр, çавăн пекех вĕсенчен йышăнатпăр. Эпир çăмăлах мар саманара пĕр тĕве пĕрлешетпĕр. Пĕрле чухне эпир яланах вăйлă, - тенĕ Радий Хабиров.
Юрий СНЕГОПАД.