Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
8 Нарӑсӑн , 17:15

Раççей наукин кунĕ: Пушкăртстанра миçе ăсчах пулнине шутланă

Паян Раççей наука кунне паллă тăваççĕ. Шăпах çак кун наукăпа технологисене аталантарас енĕпе вăй хуракан мĕнпур ăсчахсен, тĕпчевçĕсен тата новаторсен уявĕ шутланать.

Раççей наукин кунĕ: Пушкăртстанра миçе ăсчах пулнине шутланă
Раççей наукин кунĕ: Пушкăртстанра миçе ăсчах пулнине шутланă

2022 çулта Пушкăртстанри 73 организаци наука тĕпчевĕсем тата хатĕрлевсем туса ирттернĕ. Вĕсенче 7,1 пин çын ытла вăй хунă.

  –  Наука ĕçченĕсен структурине илес пулсан, пĕтĕмĕшле йышран 46,9% тĕпчевçĕсен пайĕпе тÿр килнĕ, техниксен - 6,1%, пулăшу паракан ĕçченсен - 28,2%, ытти ĕçлекенсен - 18,8%,  –  тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри статистика ĕçченĕсем.

Çакна та палăртса хăвармалла: аслă пĕлÿ илнĕ ĕçченсен йышĕ юлашки çулсенче самай ÿснĕ. 2015 çулхи кăтартупа танлаштарсан, 68 процентран 79,6% çитнĕ.

Республикăри тĕпчевçĕсен шутĕнче ытларах арçынсем – 56,5%.

 – 2022 çулта мĕнпур тĕпчевçĕсен шутĕнчен 39 çулчченхи ăсчахсен пайĕ 56,2% танлашнă, 40-49 çулхисен – 20,1%, 50-59 çулхисен - 10,3%, 60-69 çулхисен - 9,3%, 70 çултан аслăраххисен - 4,1% , – тесе çирĕплетнĕ статистиксем.

Пушкăртстанра наука кадрĕсене 14 аспирантура тата 34 диссертаци канашĕ хатĕрлет. 2022 çулта аспирантурăна 647 çын йышăннă, докторантурăна – тăватă çын. 2022 çул вĕçĕ тĕлне аспирантсен шучĕ 1 722 çынпа танлашнă.

2022 çулта 209 çын аспирантура пĕтернĕ, вĕсенчен 15% диссертаци хÿтĕленĕ. Докторантсен йышĕ çав çул тĕлне 7 çынна çитнĕ.

 - 2022 çулти регионти наука потенциалĕ 317 докторпа 952 наука кандидатĕнчен тăнă.  Тĕпчевçĕсен ытларах пайĕ (41,3 % ), ăсчах степеньне тивĕçнисенчен, çут çанталăк наукисене тĕпченĕ. Техника наукисемпе 46,9% интересленнĕ,  - пĕтĕмлетÿ тунă статистиксем.   

Паян республикăри ăсчахсене професси уявĕпе Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров тата правительствăн премьер-министрĕ  Андрей Назаров саламланă. Эпир те, редакци ĕçченĕсем, çак саламсем çумне хутшăнатпăр, кăткăс та ансат мар ăслăлăх ĕçĕнче вĕсене малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр.      

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: