Унсӑр пуҫне пирӗн "Нарспи" фольклорпа этнографи ансамблӗн хастарĕсем (ертӳҫи – ПР тата ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Галина Кириллова) концерт программине хутшӑнса уяв программине илем кӳртрӗç, пуянлатрĕç. Нарсписем пухăннă халăха «Вайăра» вокалпа хореографи композицийĕ кăтартса пачĕç.
Савăнăçлă та çурхи кун тивлечĕпе иртнĕ мероприятине Павел Миронов ячӗллĕ чӑваш вырсарни шкулӗн директорӗ Наталья Никитина тата Пушкӑрт Республикинчи Çамрӑксен пĕрлĕхĕн ертӳҫи Станислав Иванов та хутшӑнчӗҫ.
«Уявра кӳлӗ йӗри тавра тӗрлӗ халӑх представителӗсем пулчӗҫ. Çакă чăнах та Ĕпхÿ туслăхпа пĕрлĕх хули пулнине çирĕплетет»,- тесе пӗлтерчӗҫ концерта илсе пыракансем.
Пурне те уяв ячĕпе саламлатпӑр!
Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн пресс-служби.