Урал сасси
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
19 Августӑн 2024, 11:30

Паян çуллана ăсататпăр

Паян, çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче, пан улми Сăпасĕ. Çак кун пан улмине тата ытти улма-çырлана чиркÿре сăвапланă.

Паян çуллана ăсататпăр
Паян çуллана ăсататпăр

Сăпасчен пан улми çиме юрамасть тесе калаççĕ хăшĕсем. Анчах ку тĕрĕсех мар пулĕ. Çак кун улма-çырлана сăваплани - эпир илекен çимĕç йăлтах Турă пилленипе панă пурлăх иккенне йышăнни. Этемĕн çавна асра тытмалла, Турă умĕнче эпир ĕçлесе тунă тухăçшăн тав тумалла. Тÿрĕ ĕçлесе тупăш илме пил ыйтмалла.

Сăпасра пан улмирен тĕрлĕ апат хатĕрлеççĕ. Пан улми кукăлĕ, шарлотка... Пĕр-пĕрне улма-çырлапа хăналаççĕ. Сăпас хыççăн ăшă çанталăк вĕçленет - çуллана ăсатаççĕ.

Пан улми сӑпасӗпе

Сӑйлӑп эпӗ улмипе:

 Хӗрлипе, симӗссипе, 

 Чӑкӑт евӗр саррипе.

 

Тутансамӑр пан улми,

 Вӑл паян - уяв улми.

 Ҫак куна пиҫсе ҫитет,

Шӑршипе, ай, илӗртет.

 

 "Пылакки лексен аван –

Пурнӑҫу пит ӑнӗ сан.

 Ан тутанччӗ йӳҫҫине,

Тӑкӑн тӑтӑш куҫҫульне" -

 

Те чӑнах, те, тен, юмах,

Халапланӑ ҫапларах

Асатте, асаннесем,

Пирӗн несӗл ҫыннисем.

 

Уявччен ҫиме хушман,

Йывӑҫ ҫийӗнчен татман.

 Ҫылӑх пулнӑ курӑнать,

 Хӑшӗ халӗ те уять.

 

Кӑшт хӑратнӑ ачсене –

Шӑпӑрлан таврашсене:

Сӑпасчен татса ҫисен

Ҫав аҫа ҫапать иккен.

 

Нар хӗрсем те астивмен,

Паянччен улма ҫимен.

Ҫак каҫ ӗмӗт шутласа

 Ҫинӗ пулнӑ пуҫласа.

 

 Шаннӑ ӗмӗт туласса,

Хӑй кӗтнийӗ пуласса.

 Сар хӗвелӗ ларнине,

 Юрӑпах ӑсатнине.

 

Халь камах-ши астӑвать?

Ҫак йӑла хыҫах юлать.

 Пӗр-пӗрне сума суса

 Панӑ улма ыр сунса.

 

Хыт кукар пулма хушман -

 Ку вӑл чӑвашра пулман.

 Пахчари хитре улми

Илӗртет-ҫке куҫ тулли.

 

 Тутансамӑр, тусӑмсем,

 Ырӑ чунлӑ чӑвашсем!

 "Паянхи кунтан ҫапла

Ӑшӑ юлӗ хыҫала.

 

 Кӗр хапхийӗ уҫӑлать,

 Сивӗ кун хуҫа пулать", - 

 Ку чӑваш сӑнавӗнчен,

Халӑх ылтӑн арчинчен.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: