«Паян каçару вырсарни кунĕ! Вăл Çăварни эрни вĕçленнипе тÿр килет, ун хыççăн Аслă типĕ пуçланать. Çак кун йăлана кĕнĕ тăрăх уçă сывлăшра уявсемпе ярмăрккасем иртеççĕ. Чи кăсăкки вара хĕл катемпине (чучело) çунтарни, сивĕпе, çулталăк хушшинче пулса иртнĕ начар тата усал пулăмсемпе сывпуллашни пулса тăрать. Паллах, икерчĕ хĕвел çутипе ăшшин символĕ шутланать», - тесе çырнă Андрей Назаров.
Çавăн пекех премьер-министр совет саманинчи ачалăхра хĕллене мĕнле ăсатнине аса илнĕ.
«Ун чухне иделоги енчен ытлашши ирĕк паман пулсан та çынсем Çăварни йали-йĕркисене пăхăнса пурнăçа кĕртме майсем тупнă. Пирĕншĕн, ачасемшĕн, кулленхи ăшталанусене манса хаваслă та савăнăçлă кунсем пулса тăнă, çывăх çынсемпе тĕл пулма майсем пулнă. Çак уяв çынсене савăнăç парнелет кăна мар, çемьесенчи хутшăнусемпе çыхăнусене çирĕплетет. Çавăн пекех хамăрăн культура еткерне упраса хăварма пулăшать. Паян çамрăк ăру ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле вăйă-кулла хутшăнса тата тăраниччен икерчĕ çисе мĕн чухлĕ ача-пăча савăнĕ! Мĕн чухлĕ хĕп-хĕрлĕ те телейлĕ сăн-пит!» - тенĕ вăл.
Андрей Назаров кăçал Çăварни эрни вĕçленни календарьти çуркунне пуçланнипе тÿр килни символла пулăм пулнине палăртнă.
«Хаклă туссем, каçарăр мана! Никама та пурнăçра ятарласа кÿрентерме уйламаннине Турă курать. Пурне те хальхи çăмăлах мар вăхăтра маларах пулса иртнĕ кÿренÿсене манма ыйтасшăн. Пиртен кашниех тĕрлĕ тĕне ĕненетпĕр пулсан та Аслă типпе ырă шухăшсемпе тата таса чĕрепе кĕрер. Ун чухне пирĕн пурте йĕркеллĕ пуласса шанатăп!» - хăйĕн шухăшне уçăмлатнă регион правительствин ертÿçи.
Юрий СНЕГОПАД.