«Манăн анне иккĕмĕш хут качча тухрĕ те пирĕн çĕнĕ асанне пулчĕ. Вăл уйрăм çуртпа пурăнатчĕ. Анне аппапа иксĕмĕре ватă хĕрарăм патне кайса пулăшма хушрĕ. Çĕнĕ асанне мĕнле пулассине эпĕ пĕлместĕмччĕ. Ют çынсем çывăх пулма пултарнине шутлама та пултарайман.
Унăн пÿртне кĕрсессĕнех сăмсана ăшă та тутлă икерчĕ шăрши пырса çапрĕ. Ют хĕрарăм пире ăшшăн, йăл кулăпа кĕтсе илчĕ те сĕтел хушшине лартрĕ. Пÿртĕнче таса та тирпейлĕччĕ, вырăн хĕррипе юр пек шурă тĕрĕллĕ çивиттисем сарнă, çиелте кăпăшка минтерсене пĕр-пĕрин çине купаласа хунă. Стенасем çинче рамкăна вырнаçтарнă сăн ÿкерчĕксем, картина çакăнса тăраççĕ. Кухньăра кĕтесре апат-çимĕçпе тулли сĕтел ларать. Аппапа метрÿшке чейĕ ĕçсе шăтăк-шăтăклă икерчĕсем çирĕмĕр. Кил хуçи хĕрарăмĕпе тахçан пĕлекен çынпа калаçнă пек сăмах вакларăмăр. Кайран пурте пĕрле палассене хÿме çине тухса çакрăмăр, аппапа иксĕмĕр урайсене çуса тухрăмăр. Çĕнĕ асанне пире телевизор хускатса пачĕ. Ун чухне килте телевизор çукчĕ. Епле телейлĕччĕ эпир ун чух!
Каярах аппапа иксĕмĕр хамăр ирĕкпе урай çума çÿреме тытăнтăмăр. Пуçне шур тутăр çыхнă ырă кăмăллă хĕрарăм пире ялан икерчĕ пĕçерсе кĕтсе илетчĕ. Ÿсерехпе асаннерен ыйтса пĕлсе икерче хамах пĕçерме вĕрентĕм. Паянхи кунччен пĕчĕк хĕр ачан чĕрине ăшăтнă тата юратупа тултарнă икерче хаваспах пĕçеретĕп.
Асанне икерчин рецепчĕ питĕ ансат: икĕ çăмартана кăпăклантармалла та 1 стакан турăхпа (кефир), 1 апат кашăкĕ сахăр, çавăн чухлех хĕвел çаврăнăш çăвĕ, хăвăра кирлĕ чух тăвар ярса хутăштармалла. Унтан алланă çăнăх ярса çăра хăйма евĕр хутăш тумалла. Уйрăм пĕр стакан вĕри шывра 1 чей кашăкĕ сода ирĕлтермелле. Содăллă шыва çăра чустана ярса хăвăра кирлĕ чухлĕ шĕветмелле. Пурнăç кĕске пулнине асра тытса вăхăта перекетлес тесен икерчĕсене икĕ çатмапа пĕçĕрсен аванрах. Часрах сĕтел хушшине ларса асаннен асамлă икерчисене çиес килет.