В.Путин августăн 9-мĕшĕ Çар мухтавĕн кунĕ пуласси çинчен калакан указа алă пуснă
Малашне Раççей Федерацинче Ленинград тăрăхĕнче çапăçусем вĕçленнĕ кун (август уйăхĕн 9-мĕшĕ) Çар мухтавĕн кунĕ пулĕ. «Раççейри çар мухтавĕн кунĕсем тата паллă кунсем çинчен калакан» закона Владимир Путин президент улшăнусем кĕртнĕ. Документа право информацин интернет-порталĕнче пичетлесе кăларнă.