Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Уяв
9 Апрелӗн 2025, 14:00

Май уйăхĕнчи канмалли кунсем çинчен

Пушкăртстанри Ĕç министерствинче çитес май уйăхĕнчи канмалли кунсем çинчен çирĕплетнĕ.

Май уйăхĕнчи канмалли кунсем çинченМай уйăхĕнчи канмалли кунсем çинчен
Май уйăхĕнчи канмалли кунсем çинчен

- Май уйăхĕн 1-мĕшĕ – Çуркуннепе ĕç уявĕн тата Май уйăхĕн 9-мĕшĕ  - Çĕнтерÿ кунĕсем ĕçлемен уяв кунĕсем шутланаççĕ. Ĕç çыннисем канмалли кунсемпе перекетлĕрех усă курччăр тесе Раççей правительстви канмалли кунсене куçарма йышăннă:  январь уйăхĕн 4-мĕшне (шăмат кун) май уйăхĕн 2-мĕшне (эрне кун) тата февраль уйăхĕн 23-мĕшне (вырсарни кун)  май уйăхĕн 8-мĕшне (кĕçнерни кун) куçарнă.

Çапла майпа Çуркуннепе ĕç тата Çĕнтерÿ кунĕсемпе çыхăннă канмалли кунсем эрнере пилĕк кун ĕçлекенсемшĕн  май уйăхĕн 1-4-мĕшĕсем тата май уйăхĕн 8-11-мĕшĕсем шутланаççĕ.

Ултă кун ĕçлекенсемшĕн май уйăхĕн 1-4-мĕшĕсем, çавăн пекех май уйăхĕн  8,9 тата 11-мĕшĕсем шутланаççĕ, - тесе пĕлтернĕ ведомствăра.

2025 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕ кĕçнерни кунпа пĕр килнипе апрель уйăхĕн 30-мĕшĕ (юн кун) ĕç вăхăчĕ пĕр сехете кĕскелет.

Май уйăхĕнчи 1-мĕшпе 9-мĕш уяв кунĕсем отпуск вăхăчĕпе пĕр килсен канма уйăрнă календарь кунĕсен шутне кĕмеççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас